Чӑваш Енри аграрисем кӑҫал 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме пултарӗҫ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсем ҫурхи ака-суха ӗҫне ирттерме ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илме пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Халӗ ҫуракине хатӗрленмелли вӑхӑт пулнине шута илсен кивҫен укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсене питех те кирлӗ. Вӑрлӑх та ҫӗнетмелле, техника та туянмалла, им-ҫампа ҫунтармалли-сӗрмелли материал та туянмалла.
Паянхи кун тӗлне РФ Ял хуҫалӑх министерстви ҫӑмӑллӑхлӑ 17 кредит уйӑрма ирӗк панӑ. Унта ҫитернӗ заявкӑсем хальхи вӑхӑтра тата тепӗр 17.
Кӗске вӑхӑтлӑх кредит илме Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем валли Мускав пӑхса хӑварнӑ субсиди лимичӗ — 44,1 млн тенкӗ. Апла пулсан 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме май пур.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантармашкӑн 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 185,5 миллион тенки федерации хыснинчен килӗ.
Ялсене «Ялсенчи территорисене комплекслӑ аталантарасси» программӑна 2019 ҫул вӗҫӗнче йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫуртсем хута ямалла, инфратытӑма аталантармалла, тавралӑха хӑтлӑлатмалла.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе 40 ҫемье пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ.
CKS INTERNATIONAL TRADING (BEIJING) CO LTD компани элчисем, вӑл Китайра вырнаҫнӑ, Чӑваш Енре пулса курнӑ. Вӗсем «Юрма» агрохолдинг ертӳлӗхӗпе тӗл пулса пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулура икӗ ен ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Юрма» хапрӑк бройлер чӗпписен урисене Китая ӑсатма тытӑнӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китайран ҫитнӗ ҫынсем агрохолдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Хӑнасене экспорт тумалли продукци пахалӑхӗ килӗшнӗ. Халӗ вӗсем Китая чӑх-чӗпӗн 11 тӗслӗ аш-какайне ӑсатассине сӳтсе яваҫҫӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцийӗн ҫуррине Китая ӑсатаҫҫӗ. Пӗлтӗр экспорт 41,8 процентпа танлашнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Рындино ялӗ ҫывӑхне «Юрма» агрохолдинг чӑх каяшне пырса тӑкни, унӑн шӑрши унта пурӑнакан ҫынсене килӗшменни пирки хыпарланӑччӗ. Ку шӑрша Шупашкар тата Шупашкар районӗнче те туйнӑ. Ҫакӑ Россельхознадзора та кӑсӑклантарнӑ. Ведомство ыйтӑва уҫӑмлатнӑ вӑхӑтра хапрӑк лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ.
Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче пурӑнакансем каяш пырса тӑкни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав 32 гектар ҫӗр Валерий Прокопьев фермерӑн, вӑл каланӑ тӑрах, тӑпрара 35 ҫула яхӑн органика пулман, ҫавна май тухӑҫ пӗчӗк. Фермер ку ҫӗрпе 5 ҫул усӑ курать. Вӑл «Юрмапа» ятарласа килӗшӳ тунӑ. «Эпир вӑхӑтра сапаларӑмӑр, ҫуркунне вӑхӑтра сухаласа акӑпӑр. Кунта ним хӑрушши те ҫук», - тенӗ фермер.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине 37 ҫӗршыва ӑсатаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтереҫҫӗ.
2019 ҫулта пирӗн тӑрӑхри продукцие аграрисем ют ҫӗршыва 25,6 миллион долларлӑх сутнӑ. Ку вӑл планпа палӑртнинчен 4,9 процент нумайрах. Экспорт калӑпӑшӗ пӗлтӗр 2018 ҫулхинчен 8 процент ӳснӗ.
Агроэкспортӑн тытӑмӗнче 80 проценчӗ тарӑннӑн тирпейленӗ продукци: кондитер изделийӗсем, соус, кетчуп, горчица, сӑра, хӑмла. 20 проценчӗ — чӗртавар: вика, пӑрҫа, йӗтӗн, сар пӑрӑҫ, ыраш, урпа тата ытти те.
Пирӗн республикӑри аграрисем экспорт калӑпӑшне 2024 ҫул тӗлне 46 миллион доллара ҫитересшӗн. 2014 ҫулхипе танлаштарсан агроэкспорт калӑпӑшӗ 2018 ҫулта 3,2 хут ӳснӗ.
Китай пуянӗсем Пӑрачкав районӗнче сӗт-ҫу ферми тумӗҫ. Сӗт-ҫу савучӗ валли кунсӑр пуҫне вӗсем Муркаш районӗнчи Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче те, Ҫӗрпу районӗнче те ҫӗр шырарӗҫ. Халӗ Китай инвесторӗсенчен Шупашкар район ҫыннисем шикленсе ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вырӑнтисем Илпеш ҫывӑхӗнче логистика центрӗ тӑвассине хирӗҫ. Унта Китай пуянӗсем пырса кӗресрен шикленеҫҫӗ.
«Сычуань-Чувашия» компани хӑй те шухӑшне улӑштарнӑ иккен. Халӗ вӑл Пӑрачкав районӗнче ферма тӑвас темест. Унти уй-хирте апат-ҫимӗҫ культурисене ҫеҫ туса илӗ. Сӗт-ҫу фермине Ҫӗмӗрле районӗнче хӑпартса лартасшӑн. Унта маларах пӗрисем выльӑх апачӗ валли хушма апат хатӗрленӗ, халӗ ҫав производство пушӑ ларать иккен.
Чӳк уйӑхӗнче сивӗ, юрсӑр ҫанталӑк тӑни кӗрхи тыр-пулшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавна май Россельхозцентр специалисчӗсем уй-хире тӗрӗслевпе тухнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 89 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне 61 пин гектар ҫине акнӑ кӗрхисене лайӑх хак панӑ, 2 пин ытла гектар – япӑх. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхисем япӑх пулни юр ҫуккинчен кӑна мар, сортран та килет.
Сивве чи чӑтӑмли – кӗрхи ыраш, вӑл 20 градус сивве чӑтать, кӗрхи тулӑшӑн 16 градус сивӗ хӑрушӑ мар. Тӑпра 23 сантиметр таран шӑнтнӑ. Кӗрхисем малашне мӗнле пуласси ҫанталӑкран килет. Синоптиксем ыран юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2020» курав ирттерӗҫ. Ӑна «Николаевкски» суту-илӳ комплексӗнче йӗркелӗҫ.
Программӑра тематика «ҫавра сӗтелӗсем» те пур. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче селекци аталанӑвӗ тата ҫӗрулми вӑрлӑхӗ пирки калаҫӗҫ. Тепӗр кунхине экспертсем ҫӗрулми туса илессин ҫӗнӗ технологийӗсене сӳтсе явӗҫ.
Куравра чи тутлӑ та паха ҫӗрулми сорчӗсене тутанса пӑхма май пулӗ. ҫӗрулми вӑрлӑхне туянма та пулӗ. Курава кирек кама та хапӑлласах кӗртӗҫ.
Вӑрмарти чӑх-чӗп хапрӑкне каллех тӗрӗсленӗ. Унта каллех йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: унччен асӑрхаттарса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене те тӳрлетмен-мӗн. Ҫавна май юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Административлӑ ӗҫе Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ. Юридици сӑпачӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑка ҫитменлӗхсене пӗтерме предписани ҫырса панӑ.
Паян Шупашкарти Пӑр керменӗнче Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тунӑ. Унччен вара Правительство ҫуртне агпопромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисене йыхравланӑ. Вӗсене ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑсемпе чысланӑ.
Паянах Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче (вӑл Тутаркасси ял тӑрӑхне кӗрет) теплица комплексӗ уҫӑлнӑ. Ӑна «Новочебоксарский» ят панӑ.
Объекта уҫма Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тата ыттисем хутшӑннӑ. Теплица комплексӗн пуҫлӑхӗ — Алексей Захаров.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |